Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чечек (М. Удалов, X пай)

Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.



Ҫурхи кун лӑпкӑ, типӗ, шӑрӑх;
Лашасене ҫыртать пӑван.
Тусанлӑ алтӑклӑ ҫул тӑрӑх
Пырать юлхавлӑн караван.
Ҫапла-ҫке вӑл ҫул-йӗр тӑрлавӗ:
Силлет таттисӗр кӳмине,
Янрать чарусӑр шӑнкӑравӗ,
Сирет ырашӑн хӳмине.
Куҫ умӗнчи тавра ула —
Тӗнче уявлӑн капӑрланнӑ.
Паян тӳлек вал, сапӑрланнӑ,
Ҫав ҫеҫ халь кӗскетет ҫула.

Ҫапах та барона кичем:
Раҫҫей ҫул-йӗрӗсем пит вӑрӑм.
Курать вӑл: ял та униче,
Пӳрчӗсенче хупланӑ хӑрӑм.
Ҫӑва вырнаҫнӑ айлӑмра, —
Баронӑн чунӗ кӑшт сӳлетрӗ, —
Ҫӑва ҫинчи пӗччен йӑмра
Ун чӗринче салху тивертрӗ.
Анатӑн-и е улӑхатӑн —
Пӗр тӗс, пӗр сӑнлӑх яланах.
Ирӗксӗрех шута каятӑн:
«Пулать-ши урӑх самана?»

Шухӑшлама ун пур сӑлтавӗ
Тин ҫеҫ вӑл килнӗ инҫетрен.
Халь те пуҫра Париж шӑв-шавӗ,
Халь те ун пуҫӗнче тӗтре.
Сӑлтав пулмарӗ паянччен
Илемлӗ пурнӑҫа манма.
Час-час ыйтать вӑл хӑйӗнчен,
«Хӑҫан кун ҫитӗ савӑнма?»
Асра Санкт-Петербург, лицей,
Анчах чуна вӑл кантармарӗ.
Сухаллӑ ямшӑк та, Ваҫлей,
Юррипеле лӑплантармарӗ.

Кичем... Утсем те, ав, салхуллӑ
Утаҫҫӗ типӗ шӑрӑхра.
Мӗн пулнӑ? Темшӗн пӑлхануллӑ
Вӗҫет хур акӑш шурлӑхра.
Кускаласа вӗҫни ун кӑлӑх —
Ӑна караппӑл хӑвалать.
Ҫӑлмарӗ ҫӑп-ҫӑра хӑвалӑх —
Караппӑл акӑша ватать.
Курни чуна тем чӑрмаларӗ,
Вӑл ҫӳҫентерчӗ ҫурӑма.
«Ах, ҫавӑ урӑм-сурӑма
Мӗнле чӗр чун ҫапса антарӗ?»

Тӗлӗнтерет тӗнче: кам вӑйлӑ,
Ҫав ҫӳлерех ҫӗклет пуҫа.
Чӗр чунӑн пурнӑҫӗ ик майлӑ —
Е вал чура, е вӑл хуҫа.
Тӗнче тирпейсӗр те йӑлт хӑтсӑр:
Пӗриншӗн вилӗм е асап,
Теприншӗн пурнӑҫ ҫӑмӑл шутсӑр —
Ҫӳрет ӗҫ-пуҫсӑр, юрласа».
Баронӑн пуҫӗнче пӑтравлӑ,
Канас килет ун пӗр хутран.
Ишут хӑтарчӗ шухӑшран;
Вӑл барона чӗнет пит шавлӑ:

«Хелло, барон, ытла та пӑчӑ,
Эс ирӗлмерӗн-и паян?
Ларса эп ывӑнтӑм-ҫке лӑчӑ,
Пуҫ янӑрать ман ян та ян».
«Ҫук, ирӗлмен, анчах тусан
Мана питех те тарӑхтарчӗ.
Юрать ҫул урлӑ ҫил: хӑтарчӗ,
Аванччӗ юхан шыв пулсан».
«Ав, тӑвайкки; ун айӗнче
Кӑвакарса выртать тӑр кӳлӗ.
Унтах арман; ун патӗнче
Шыва кӗме те вырӑн пулӗ».

Ӗшеннӗ ҫамрӑксем, пашкаҫҫе;
«Чӑнах та тухӑн, — теҫ, — ӑнран».
Утсем те хӗрнӗ-мӗн: хашкаҫҫӗ,
Кайса выртасшӑн сулхӑнра.
Ҫаран, юманлӑх, пысӑк кӳлӗ,
Ӳсеҫҫӗ хурӑнсем кал-кал,
Тӑраҫҫӗ ӑвӑссем пит ҫӳллӗ,
Иленнӗ кайӑк кӑвакал.
Эх, сулхӑн, сулхӑн, кам сумламӗ
Ӑна пит пӑчӑ шӑрӑхра?
Вӑл ырӑлӑх: кашни тумламӗ
Ун пахарах-ҫке ахахран.

«Мон шер ами, шывран хӑратӑп,
Ача чухне, тен, путнӑран.
Ҫавна эп халь те астӑватӑп.
Юлташӑм ҫӑлнӑччӗ аран».
«Ӑҫта вӑл?» «Ӑҫтине пӗлместӗп».
«Ун умӗнче эс парӑмра».
«Курсассӑн, ним те шеллеместӗп,
Вӑл ыр туни ялан умра.
Ачалӑх, ҫук, пулмасть илемсӗр;
Тен, пулнӑ вӑл тӑрлавсӑр, сӗмсӗр,
Ашкӑнасси ялан ӑсра...
Тен, ҫавӑнпа та вӑл асра.

Ирпе, каҫпа-и, кӑнтӑрла
Эпир Кавруҫпала пӗрле.
Ӑҫта ҫӳренӗ? Ан йӗрле.
Ҫын улттӑра так ан хурла».
Барон сӑмах хушать: «Этем
Ачалӑхра ҫеҫ ирӗкре.
Ах, ирӗклӗх! Вӑл маншӑн тем...
Курӑнкалать халь тӗлӗкре.
«Каларӗҫ, эп шыва-мӗн ӳкнӗ,
Тӳрех ҫухалнӑ тет путса.
Кавруҫ иккен ман хыҫҫӑн сикнӗ,
Мана кӑларнӑ вӑл туртса».

Чылайчченех шывран тухмарӗҫ,
Пач ҫӑвӑнман пек халиччен.
Хӑйсем ӗшеннине пӑхмарӗҫ —
Чӳхенчӗҫӗ чун каниччен.
Утсем ҫаран ҫинче ҫӳреҫҫӗ.
Ик ямшӑк тунӑ та ӳпле
Ниме пӑхмасӑр ӗрлешеҫҫӗ —
Пырать-мӗн тулӑклӑ пуплев.
Ик ҫамрӑк ҫын шывран тухса
Сӑрт еннелле вӑраххӑн утрӗҫ, —
Ҫӳле курасшӑн улӑхса, —
Кӗҫех чечен уҫланкӑ тупрӗҫ.

Хырсем лараҫҫӗ; вӗриленнӗ —
Те ҫапӑҫмашкӑн тупнӑ мел.
Кур, тураттисемпе тӗлленӗ —
Кӗҫ тейӗн пуҫланать дуэль.
«Хелло, барон, кур-ха, кунта
Ик йывӑҫ пӗр-пӗрне чӗнеҫҫӗ,
Чӑн, туйӑнать, кӗҫ перӗнеҫҫӗ.
Халь эп те, эс те секундант.
«Калатӑн тӗрӗс, ҫав манерлӗ, —
Вӗсен те пур-ши пысӑк эрлӗк? —
Эп курнӑ хам; унтан вара
Курас килмест ҫав кавара».

«Каҫар, барон. Ман тӑн ҫемҫе:
Тавҫӑраймарӑм. Ун ҫинчен,
Юрать, тапратмӑпӑр текех.
Каяр, тухар-ха ирӗке.
Тӑхта, куратӑн-и? Ката,
Унта ав ҫӳллӗ тунката.
Пистолета эп тӗрӗслесшӗн,
Вӑл ҫӗнӗ; мӗнлине пӗлесшӗн.
Кунпа, шанатӑп, килӗшен?»
«Эп хатӗр; пӗчӗк палӑк юлтӑр».
«Эс ху та авӑрла. Хӑй пултӑр
Ҫак ҫӳллӗ тунката — мишень».

Мишеньпеле мишень хушши,
Дуэлӗн йӗркипе, чат шутлӑ:
Вун икӗ утӑм. Виҫрӗҫ хутлӑх,
Тумарӗҫ шит те ытлашши.
Барон перет. Мишень ӳкмерӗ —
Етре ҫатлатрӗ чӑтлӑхра.
Ишут кулать: «Шел, шел, лекмерӗ:
Тен, вилчӗ ӑнсӑртран тӑхран?»
Ишут перет. Мишень йӑванчӗ, —
Перекенни пит хавасланчӗ.
«Маттур, — ырлать барон, — маттур;
Куратӑп, сан хастарлӑх пур».

Сӑрт тӑвайкки; кӗр кӗрлесе
Тапса тухать тӑп-тӑр ҫӑл шывӗ;
Ак Аслӑ ҫул; пит тӗркӗшсе
Каҫать ун урлӑ ял кӗтӗвӗ;
Ҫырма, кӗперӗ хӑртӑк-хартӑк...
«Асту! Мӗн пулчӗ?» Тем сасартӑк
Утсем хар-хартлатса чӗвенчӗҫ,
Тарпа ӳт-тирӗсем йӗпенчӗҫ.
Пӗр вырӑнта ак тӑпӑр-тапӑр
Ташлаҫҫӗ, пӗр-пӗрне тӗксе.
«Мӗн пулнӑ-ши?» Пырать-мӗн вӑкӑр
Кӳме патне пуҫне пӗксе.

Утсем ҫул айккине тарс! сикрӗҫ.
Самант, шарт! хуҫӑлчӗ турта.
Утсем шур кӑпӑка чӑм ӳкрӗҫ —
Хӑраҫҫӗ урнӑ вӑкӑртан.
Тапранчӗҫ, чупрӗҫ, чарӑнмасӑр;
Сӗтӗрӗнсе пырать кӳми.
Барон аптранӑ анаймасӑр:
Аманнӑ-мӗн ура туни.
Умра шырлан! Вӑл ҫывхарать...
Ӑсра чӗнет: «Аннем, ман килӗм...
Ах, мӗн тӑвас? Умра халь вилӗм!»
Питне аллисемпе хуплать...

«Анчах мӗн ку?» Шырлан хӗрри,
Утсем тӑраҫҫӗ — купаланнӑ,
Чӗр куҫӗсем чӑл-чал вутланнӑ;
Хашкаҫҫӗ: хӗрнӗ ҫав тери.
Тапӑртатаҫҫӗ-ҫке чӑтусӑр —
Тӳрех сӳнмерӗ талӑрни.
«Утсем ытла та тулхӑрни
Ҫул ҫӳрене хӑварӗ сусӑр;
Тытса чарас пулать», — хӑравсӑр
Ют сын, хӑрушлӑха курса,
Варт! хирӗҫ ыткӑнчӗ; тӑрлавсӑр
Утсем чӗвенчӗҫ чарӑнса.

«Кам сирчӗ вилӗме, кам харсӑр?» —
Барон курать ҫын тӑнине.
Пырса пуҫ тайрӗ; пӗр сӑмахсӑр
Вӑл чӑмӑртать ун аллине.
Хӑй куҫҫульне халь пытарасшӑн:
Шӑлса илет ҫын куриччен.
«Тава халь йышӑнӑр, тархасшӑн,
Сире эп манмӑп виличчен».
Леш ютшӑнмасть; сывларӗ ассӑн,
Каларӗ: «Хирчӗҫ урана.
Пӗр пӗчӗк пир татки пулсассӑн,
Туртса ҫыхасчӗ сурана».

Пӑлханнине барон ҫӗнтерчӗ,
Анчах ӑшра вӑл лӗкӗ пек...
«Мӗнле этем ку? Тӗлӗнтерчӗ
Вӑл хӑйӗн паттӑр ӗҫӗпе».
Ҫитменнине татах инкек,
Кӗтмесӗр те ыйтмасӑр пулчӗ.
Барон кулать: «Тухать тинке;
Те ҫылӑхшӑн шӑпа халь тулчӗ?»
Чун тулашсан та ятламарӗ
Вӑл хӑйӗн мӗскӗн кучерне.
Те хӗрхенсе вара шутларӗ:
«Юрать татмарӗ ӗмӗрне».

Ваҫлей чӗнмест ним: шалт аптранӑ,
Вӑл шалкӑм ҫапнӑ пек тӑрать.
Те вӑйсӑрланнӑ, те хӑранӑ,
Те халь ытла вӑл хуйхӑрать?
Шутлать пуль: «Кам мана хӳтерӗ?
Сехмет ҫитет-ҫке ӑнсӑртран...»
Кӳми выртать. Ишут Ухтеров
Кӗпер патне васкать сӑртран.
Ак ҫитрӗ ҫил пек вӗҫтерсе,
Ваҫлей енне усаллӑн пӑхрӗ,
Чӑр! куҫӗпе хӗм ҫиҫтерсе
Инҫетренех ҫӑханнӑн сӑхрӗ.

Ишут ҫан-ҫурӑмӗ чӗтрерӗ,
Силлет вӑл Ваҫлее лӑс-лӑс...
«Ак эп сана!» — туя ҫӗклерӗ.
«Не сметь!» — янрарӗ ҫирӗп сас.
Самант! Алли Ишутӑн тӑчӗ
Турат пек, сывлӑшра хытса...
Ун пуҫӗ урӑлчӗ: «Ах, пӑчӑ.
Мана кам чарчӗ-ха тытса?»
Курать вӑл: унӑн умӗнче
Тӑрать патмар ҫын; хӑй илемлӗ,
Кӗрнеклӗскер. Ытла ӳпкевлӗ
Ҫунать хӗлхем ун куҫӗнче.

«Барон, кала, пӗлтер, тархасшӑн,
Ӑҫтан-ха тупӑнчӗ ку ҫын;
Тен, Атӑла тарса тухасшӑн,
Пӗлесчӗ, кам-ши ун хуҫи?»
Тӳрккес сӑмах юта йӗплерӗ.
Барон кӗресшӗн-ши хута?
Тусне ҫемҫен вӑл ӳпкелерӗ,
Ҫапла каларӗ Ишута:
«Зачем же так, мон шер ами?»
Кунта никамӑн та ҫук айӑп.
Эп ҫак ҫынна ялан пуҫ тайӑп;
Пулман пулсассӑн вал, — Аминь».

Йӑл кулчӗ паттӑр ҫул ҫӳрен —
Хӗвел пит-куҫӗпе вылярӗ,
Хӑйне хӑй хушрӗ: «Ан кӳрен».
Йӗркеллӗ, ҫепӗҫҫӗн каларӗ:
«Улпут, ӑнлантӑм, тавтапуҫ
Сана тивлетлӗ, ыр сӑмахшӑн.
Каланӑ: чӗрери ахахшӑн
Ӑсна та, туйӑмна та уҫ.
Сан юлташу пӳплет пӗлмесӗр,
Курман чӑн пурнӑҫа пачах,
Ун калани йӑлтах тӗллевсӗр —
Хуҫи пур выльӑхӑн анчах».

«Хӑюллӑскер, — Ишут ҫӳҫенчӗ, —
Ӑҫтан вӑл килнӗ, хӑш енчен?»
Пӑтранчӗ кӑмӑлӗ; ҫилленчӗ,
Ӑшра чашларӗ: «Быдло, чернь».
Ак халь ик вичкӗн ӑс хӗреслӗ
Пулса кӗрешрӗҫ — пур-тӑр хал.
Ишут шутларӗ: «Интереслӗ;
Кампа тӗл тумӗ ӑраскал».
Ют ҫын хӑйне тытма пӗлни
Ишут чунне пит туллаштарчӗ.
Барон шутлать: «Чун иксӗлни».
Хак панине ҫак ылмаштарчӗ».

Ҫук, ҫул ҫӳрен шартах сикмерӗ,
Курнать, хӑпмарӗ ун сехри.
Те хӑлхине йӑлтах чикмерӗ,
Те тапранмарӗ ун ӑшри?
Вӑл Ваҫлее чеен куҫ хӗсрӗ —
Пӗлтерчӗ вӑрттӑн: «Ан хӑра».
Пулман пек нимӗн те, шыв ӗҫрӗ,
Йӗпетрӗ типнӗ ҫӑкӑра.
Шур енчӗкрен тӑвар кӑларчӗ,
Вӑл илчӗ иккӗшне чӗнсе.
Апат ҫиме барон та ларчӗ,
Хӑймарӗ хирӗҫме сӗнсен.

Кӳме выртать; барон аптранӑ —
Йӗри-тавра ҫӳрет, пӑхать.
«Ак кускӑч ҫук, епле тапранӑн?»
Ӑшра ҫеҫ, вӑрттӑн тарӑхать.
«Ан пӑшӑрхан, — тет ҫул ҫӳренӗ, —
Пулать, тӑватпӑр, ним те мар.
Ӗҫ тухмасассӑн, тур кӳренӗ.
Ваҫлей, эс утсене тӑвар».
Пуҫланчӗ ӗҫ: пӗри татать:
Тепри чутлать — ҫиҫет ун пуртӑ.
Хай ҫул ҫӳренӗ кӑтартать:
«Кӑна ҫӗкле, ӑна ак туртӑр».

Ҫур кун иртмерӗ, хай кӳме
Ҫула тухма юсанчӗ тӑчӗ.
Барон ак ывӑнсан та лӑчӑ,
Пин ҫухрӑм хатӗр ҫӳреме.
Ӑна-кӑна илсе пуҫтарчӗҫ,
Сӳнтерчӗҫ чӗртнӗ вутсене,
Туртасене кар тытӑҫтарчӗҫ,
Типтерлӗ кӳлчӗҫ утсене.
Ӗҫ пӗтнӗ хыҫҫӑн пулчӗҫ сапӑр —
Ӗҫ-пуҫ ӑнсассӑн пит аван.
Утсем ташларӗҫ тӑпӑр-тапӑр —
Каллех тапранчӗ караван.

«Ӑҫта эс, тусӑм, ҫул виҫетӗн?
Пӗлетӗп: ирӗклӗ тӑрна.
Тен, ӑшӑ ҫӗрелле вӗҫетӗн,
Шыратӑн хӑвӑн ҫӑлтӑрна?»
Ҫук, ҫул ҫӳренӗ васкамарӗ
Сӑмах тума та юптарма.
Хӑй шухӑшне вӑл лӑскамарӗ,
Ӑсне ултавлӑн чуптарма.
«Куратӑп, — тет барон, — юласшӑн,
Сунсан та пымӑн, хӑть ӗрле.
Анчах сана эп тав тӑвасшӑн,
Ларар-ха кӳмене пӗрле».

Ҫурхи кун лӑпкӑ, типе, шӑрӑх;
Пит сӗмсӗр явӑнать пӑван.
Тусанлӑ, алтӑклӑ ҫул тӑрах
Юртать тӳлеккӗн караван.
Кӗрет-тухать ялтан яла...
Вӑл тӗрлӗ ҫынсемпе тӗл пулчӗ.
Ҫул, — ҫухрӑм хыҫҫӑн ҫухрӑм, — юлчӗ
Юрттарнӑ майлӑн каялла.
Самант та тӗлӗрме памасӑр,
Кисретрӗ кӳмене тумхах.
Ҫулта тухать-ҫке васкамасӑр
Уни-куни пирки сӑмах.

Пуҫра пӗр шухӑш сӑхӑ, кутӑн;
Барон ӑсра хушать: «Вӗҫерн!»
Ҫиллентерет ӑна Ишутӑн
Аристократ сӑмахӗ - чернь.
Вӑл чун хускалнине ҫӗнтерчӗ,
Анчах кӳрентерни асра.
Вӑл ирӗксӗр-мӗн ӗнентерчӗ:
«Ҫав чӑнлӑх сучӗ пуласра».
Ик кӑмӑл пулчӗҫ хире-хирӗҫ,
Ик шухӑш — вӑрттӑн тавлашу.
Йӑла картланине, тен, сирӗҫ?
Ҫук, ӗмӗр пулмӗ шайлашу.

Барон пуҫларӗ: «Ҫул ҫӳренӗн
Йӑли: сана, тӗнче те кур.
Эп ҫавӑнпа кӑштах тӗпчерӗм,
Пӗлес килет мӗн ҫук, мӗн пур.
Эп куртӑм та арпашрӗ шухӑш,
Ман кӑмӑл кайрӗ саланса.
Курни пулмарӗ маншӑн тупӑш,
Ӑнлантӑм: пурӑнмӑн канса.
Кала-ха, тусӑм, пытармасӑр,
Мӗнле халь пурнӑҫ, мӗн паха?
Ҫынсем иртмеҫҫӗ пуҫ таймасӑр,
Анчах... тем пулнӑ халӑха».

«Ӗҫлет вӑл кунӗ-кунӗпе,
Ҫак ҫут ҫанталӑка курмасӑр,
Пурнать кулмасӑр, савӑнмасӑр
Хӑй пусмӑрланнӑ чунӗпе.
Тен, пурнӑҫ пулӗччӗ самай,
Анчах чинри ҫынсем кӑклаҫҫӗ,
Аптратрӗ питӗ куланай.
Ялан тытас пулать асра:
Кашни хӗл йывӑҫ турттараҫҫӗ,
Ҫу кунӗнче кӗпер тӑваҫҫӗ,
Чиркӳ лартаҫҫӗ вулӑсра.

Ӑҫта тухас, ӑҫта кӗрес?
Ниҫта та пурнӑҫ улшӑнмасть-мӗн.
Ӑнланчӗ чухӑн: пулӑшмасть-мӗн,
Ҫаксан та ирӗккӗн хӗрес.
Нумай пулмасть ытла алхасрӗҫ,
Тӑмарӗҫ ял-йышран ыйтса:
Юри улпут валли ҫӗр касрӗҫ —
Ҫӗр илчӗҫ, темелле, туртсах.
Шӑпи юртать-ши лӗстӗк-лӗстӗк:
Ӑҫта пыран, унта хысна.
Пӗр керенке тӑвар илес тек,
Кайса сутас пулать сысна».

Те пулнӑран вӑл пит сӑпайлӑ? —
Кӗмен хӑйне хӑй тупӑша,
Анчах юта итленӗ майлӑн,
Барон халь кайрӗ шухӑша:
«Мӗн сӑлтавпа ҫак мӗскӗн халӑх
Вӗреннӗ сассӑр пӗшкӗнме?
Паллах, киревсӗр ҫак чуралӑх,
Анчах кирлех-ши тӗкӗнме?»
Явап пулмарӗ; хӑйне хӑй
Вӑл ӑслӑ-тӑнлӑ калаймарӗ.
Тен, ҫавӑнпа та тупаймарӗ
Чун-чӗринче хӑватлӑ вӑй.

Хускалчӗ чунӗ ҫул ҫӳренӗн,
Ҫуралчӗҫ шухӑшсем пуҫра.
Ах, шухӑш! Ирӗксӗр ӗненӗн, —
Пулман вӑл ӗмӗтшӗн усрав.
Вӑл ӗмӗт этемпех ҫуралнӑ;
Ун ашшӗ: тивӗҫлӗх те чыс,
Анчах та тивӗҫлӗх хуралнӑ.
Ирӗксӗрех халь чӑт та тӳс.
Ҫак сусӑр пурнӑҫӑн сӑнарӗ
Ытла тулаштарать ӑна.
Нимпе те чунӗ ӑшӑнмарӗ,
Калать вал шӑппӑн барона:

«Килет инкекӗ ҫулсерен —
Пырса кӗме ярт уҫӑ алӑк.
Мӗн кале те мӗн тӑвӗ халӑх?..
Ҫынран пӑрнатӑн та йӗрен.
Мӗн тупӑн халӗ халӑхра?
Ӑна кушак ҫури хӑратӗ,
Вӑл халӗ тарӑн ыйхӑра,
Анчах мӗн те пулин вӑратӗ.
Вӑратӗ унӑн тивӗҫне,
Вара ҫӗкленӗ хӗмлӗ вӑйӗ:
Хӑшин валли пулатчӗ сӑйӗ,
Хӑшне тӑратӗ хӑй умне».

Ют ҫын сӑмахӗ ҫӳҫентерчӗ,
Вӑл чиккелерӗ чӗрере.
Хӑй тӗллевне, тен, сисӗнтерчӗ?
Барон каять хӗре-хӗре.
Курни-илтни ӑсне чар хирчӗ —
Туянчӗ «чир» ҫак этемрен.
Хӑй шухӑшне барон хӑй сирчӗ:
Хӑрать хӑрушӑ хӗлхемрен...
Чӗр шухӑшран Ишут хӑтарчӗ:
Кӳми йӑваннӑ, кӑшкӑрать.
Ваҫлей лашасене чуптарчӗ.
Ишут сӑртра кӗтсе тӑрать.

«Улпут, — тет ҫул ҫӳрен, — тӑхта,
Кунта ман юлмалла: эп ҫитрӗм.
Хӑрушӑ вырӑнтан ак иртрӗм,
Мана тек чармӗ кутлӑх та».
«Ах, питӗ шел! — барон кӳренчӗ, —
Пулать мана ытла кичем.
Ман чӗрере сӑну йӗрленчӗ,
Асра эс юлӑн виличчен».
«Кала, — тет ҫын, — эс хӑш ҫӗртен,
Тусу сан кам? Вӑл быдло терӗ».
«Вӑл камергер. Ишут Ухтеров.
Эпир килетпӗр Питӗртен».

«Чашламаран? Ишут Ухтеров?»
«Курап, тӑратӑн тӗлӗнсе».
«Ятне илтсен шартах сиктерӗ,
Нумайӑш илӗҫ ҫӳҫенсе».
«Илтсеччӗ: паллӑ йӑх, мухтавсӑр
Пулман нихҫан та тенине».
«Чӑнах, чап сарӑлмасть сӑлтавсӑр,
Курман пӑшалсӑр пенипе».
«Эс калаҫатӑн юптаруллӑ —
Часах илеймӗн тавҫӑрса.
Уҫмастӑн шухӑшна хӑюллӑ:
Ӑна тӑратӑн пытарса».

Юпленчӗ ҫул. Пӗччен. Пуҫра
Тӗтре... Курни ӑса вӑратрӗ;
Ҫав пурнӑҫ пӑхрӗ халь куҫран,
Ун юншӑхни чуна хӑратрӗ.
Пӗлет: ҫак таранччен ӑна
Упранӑ ҫут ҫанталӑк пилӗ.
Ӳссессӗн илнӗ тыткӑна
Илемлӗ пурнӑҫ ҫавра ҫилӗ:
Салон, театр, тӗл пулу,
Таҫта пырсан та, йӑл кулу.
Барон хӑйне ятран чӗнтерчӗ,
Асри пит ыррӑн ҫӳҫентерчӗ.

Вара Париж! Вӑл тӗлӗнтермӗш.
Таҫта та ирӗк тӗрлеттер.
Тата Парижан пур тӳнтерӗш:
Жан-Жак Руссо, Дидро, Вольтер.
«Раҫҫей... Пӑхатӑн, пурнӑҫ уйрӑм —
Ҫук вырӑн ӑс-тӑнпа канма.
Ах, таврӑнсан кӑна-ҫке туйрӑм —
Эп ӗлкӗрмен-мӗн вӑранма.
Тен, ахалех чунпа амантӑм,
Этемлӗх мӑнлӑхне манса.
Тен, ҫутӑ пӗлӗтрен эп антӑм —
Ман ӗмӗт кайрӗ саланса?

Чуралӑх — пурӑнӑҫ сехмечӗ;
Ҫапах та пурӑнан тӳссе.
Ах, ирӗклӗх! — этем тивлечӗ.
Унпа вӑл ҫитӗнет ӳссе...
Ан сирӗл-ха, тӗтреллӗ шанчӑк,
Хӑть эсӗ ырлӑха кӗттер.
Пуҫра ыйту; вӑл сапаланчӑк...
Кунта ҫуралӗ-ши Вольтер?
Мӗн-ма тӑрать ыйту сӳнмесӗр,
Ма кӑсӑклантарать сана?»
...Барон, Ишут патне кӗмесӗр,
Тӳрех ҫул тытрӗ Хусана.

Тӑван ҫӗршыв! Ял ҫумӗнче
Туспа тус ӑшшӑн сыв пуллашрӗҫ.
Кӑшт пӑчӑртанчӗ куҫӗнчен
Тумлам Ишутӑн. Ах, тулашрӗ
Баронӑн чунӗ: «Фарисей...»
Каларӗ: «Ну, тапрат, Ваҫлей!»
Вун ҫул тусланнӑ Ишутпа,
Ҫапах пӗлмерӗ, мӗн шутпа
Ак, халь, сасартӑк салхулланчӗ.

Чӑнах, тен, чунӗ ун хурланчӗ? —
Ҫӗр хут та ыйтрӗ хӑйӗнчен.
Тавҫӑраймарӗ,хӑш енчен
Сӑмах килсе халь ӗнентерӗ
Ишут куҫҫулӗ чӑннине,
Мӗнле сӑнар ӑшра ҫӗнтерӗ
Халь туйӑм иккӗленнине.
Барон ас илчӗ: Рим, Париж...
Ишутпала пӗрле ҫӳренӗ.
Ӑнланнӑ: пурнӑҫӑн тӳремӗ
Ҫуках, вӑл тинӗс — иш те иш.
Анчах пӗрин карапӗ пысӑк,
Нимле хумран та хӑрамасть.
Теприн ҫук кимӗ те — йӑлт усӑк.
Вӑл кӗрекаҫ та шырамасть.

Тӗнче вӑл кӑткӑс; ыталаймӑн
Куҫпа ҫеҫ, тупсӑм ҫук пулсан.
Ҫук, туйӑма чултан тӑваймӑн,
Чунпа хӑр чухӑн ҫуралсан.
Мала анчах курать ун тусӗ —
Кай енӗ уншӑн ҫук тӗнчен.
Ун ӑсӗ те аяккӑн ӳсӗ
Пулсан вӑл паллӑ ҫын, енчен.
Тарасапа Ишут турттарнӑ:
Мӗн усӑллӑ, мӗн усӑсӑр.
Курни-илтнийӗ ӑнлантарнӑ:
Ним уҫӑлмасть-мӗн уҫӑсӑр.

Кавруҫӑн та ҫав вӑхӑтра
Пуҫра ҫӗр шухӑш — пӗр кӗтӳ.
Халь лар та хӑтлӑха пӑтрат
Е чарӑнмасӑр тӳ те тӳ.
Улпутсемпе пулни паян
Асра пит таран йӗр хӑварчӗ.
Ӗнер юлнисене кая
Ӳсме ҫӗн туйӑмпа шӑварчӗ.
Никам пӗлмест-ҫке, мӗн сӗнет
Ҫынна вылянчӑк ӑраскалӗ —
Пӗррехинче ҫул тӑваткалӗ
Тен, тӗл пултарӗ вӗсене.

Кавруҫ шур витӗр тӗл туса
Тӳрех хӗвел енне ҫул тытрӗ.
Янк пӗлӗтрен хастарлӑх ыйтрӗ:
«Ах, хӑптӑр, сирӗлтӗр усал».
Сайра вӑрман, ҫырма, уҫланкӑ,
Ак, кукӑр ҫулӗ лӑнкӑ-ланкӑ,
Тилли ун урлӑ вӑрт та вӑрт,
Умра, хыҫра та тайлӑм, сӑрт:
Ӑҫта пӑхатӑн — илӗртет,
Илет те тыткӑна йӗртет...
Пурте ҫынна тӑваҫҫӗ хапӑл.
Умра выртать, ав, аслӑ Атӑл.

Ах, Атӑл, Атӑл! Кам чунне
Илемӳпе эс парӑнтармӑн,
Кам чӗрине эс, кам юнне
Вӗрилентермӗн, хумхантармӑн!
Выртатӑн ирӗккӗн юхса;
Тӳлек, типтерлӗ эс, сӑпайлӑ,
Анчах мӗн чухлӗ санӑн айлӑм
Кисреннӗ тӑвӑлсем тухсан?
Эс тивӗҫлӗхе ялан вӑратнӑ
Этемӗн хӗмлӗ чӗринче,
Эс ҫыннӑн вырӑнне кӑтартнӑ
Ҫак аслӑ, тертлӗ ҫӗр ҫинче.

Нумай ҫул иртнӗ; Атӑл тӑрӑх
Ҫӳренӗ Разин утаман.
Вӑл улпутсемшӗн пулнӑ вӑрӑ,
Анчах ӗҫчен ҫынна — тӑван.
Улпут ҫуртне вӑл ҫунтарсассӑн,
Киммисене те ҫаратсассӑн,
Каланӑ халӑх: «Пирӗн тар,
Ҫунтар, тӗп пултӑрах, ҫунтар».
Сахал этем-и унпала
Ҫӳренӗ ирӗк шыраса?
Тӗл пулнӑ тӗксӗм кунпала,
Тӑман нимрен те хӑраса.

Ӗҫчен ват Атӑл! Хӗррипе
Выртать ҫатма пек такӑр юшкӑн.
Унпа утса пырать пӗр ушкӑн.
Самки пурин те йӗп-йӗпе:
Ҫынсем лаша пек кӳлӗнсе,
Умра йӑлмак ҫыхса хӗреслӗн,
Пурте пӗр харӑс ӳпӗнсе,
Кимме вӑраххӑн сӗтӗреҫҫӗ.
Вӗсем патне Кавруҫ, ак, утрӗ...
Малта ҫӗн пурӑнӑҫ; кивви
Ас кӳллине самантлӑх путрӗ.
Тен, пуле те ӑшши, сивви...


Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-05-03 21:55:38 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3230 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем